Ӗнер, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Правительствинче «Мускав — Чулхула — Хусан» автоҫула тӑвас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
«М-12» ҫул пирӗн республикӑри Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш, Тӑвай районӗсем урлӑ иртмелле. Пирӗн регионта унӑн тӑршшӗ 98 ҫухрӑмпа танлашӗ. Ҫула 2024 ҫулхи ҫур-кунне туса пӗтерме ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ҫул-йӗр тӑвас ыйтупа яваплисем ӗҫе кӳлӗннӗ ӗнтӗ. Ятарлӑ дирекци йӗркеленӗ. Халӗ территорие планлас енӗпе кирлӗ хутсене хатӗрлеҫҫӗ.
Машинӑсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳремеллискер «Европа — Хӗвеланӑҫ Китай» ҫулӑн пӗр пайӗ пулӗ.
Кӑшалвирус инфекцийӗ сарӑлнипе кӗрешекен оперативлӑ штаб паян каллех ларӑва пуҫтарӑннӑ. Эрнесерен пухакан ӗҫлӗ канашлура палӑртнӑ тӑрӑх, кӑшӑлвируспа чирлекенсем Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Улатӑр хулисенче, Шупашкар, Етӗрне, Комсомольски районӗсенче нумайрах. Ларура пӗлтернӗ тӑрӑх, чирпе ватӑ ҫынсем ытларах нушаланаҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере пирӗн республикӑри 5 шкулта тата 1 ача пахчинче ку вируспа чирлисем пуррине шута илнӗ. Шупашкарта «Малютка» ача ҫуртӗнче те ҫав вирус ернӗ ҫынна тупса палӑртнӑ.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев хӑрушсӑрлӑх мерисене ҫирӗп пӑх пирки аса илтернӗ.
Чӑваш Енри шкул ачисем Пӗтӗм Раҫҫейри «Помнить – значит знать» (чӑв. Асра тытни пӗлнине пӗлтерет) уҫӑ урока хутшӑннӑ. Кӑҫалхи урока Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине тата Астӑвӑмпа мухтав ҫулталӑкне халалланӑ.
Мероприятие ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин, Раҫҫей ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов хутшӑннӑ.
Мускаври уҫӑ урока Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратри Катя тата Ваня Филипповсем кайма тивӗҫ пулнӑ. Ачасем «Добро не уходит на каникулы» (чӑв. Ырӑ каникула каймасть) конкурса хутшӑнса Мускава кайма тивӗҫнӗ. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗпе тата тусӗсемпе Милиционерсен палӑкӗ тата Паллӑ мар салтака асӑнса лартнӑ палӑксен патӗнчи территорие тирпейленӗ, курӑк ҫулнӑ, чечек акнӑ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен наци культура автономийӗн ертӳҫи Геннадий Храмовӑн ҫуралнӑ кунӗ.
Геннадий Храмов Комсомольски районӗнчи Асанкассинче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл — экономика наукисен кандидачӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Аяри ентешсем Геннадий Храмов ертсе пынипе тӗрлӗ мероприятие хастар хутшӑнаҫҫӗ, чӑваш халӑхӑн мӑнаҫлӑхӗпе вӑл тӑрӑхри ытта наци ҫыннисене тулли кӑмӑлпа паллаштараҫҫӗ.
Ҫуралнӑ кун ячӗпе Геннадий Храмова Енисей юханшывӗн ҫыранӗн хӗрринче вырнаҫнӑ чӑвашсем Фейсбукри хӑйсен страницинче саламласа тӑван халӑхӑн туслӑхӗшӗн малашне те тӑрӑшса ӗҫлеме ырлӑх-сывлӑх суннӑ.
Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта пирӗн республикӑра пневмонипе 6 556 ҫын чирленӗ. Пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтрипе танлаштарсан ҫакӑ 2,1 хут ӳснӗ, ытти ҫулсенчи вӑтам кӑтартуринчен 2,5 хут нумайланнӑ. Ҫак цифрӑсене Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ.
Вирус пуҫарнӑ пневмонипе 1 351 ҫын чирленӗ. Бактери пневмонийӗ 1 902 пациента ҫакланнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче пневмонипе пӗлтӗрхи ҫав уйӑхринчен 5,7 хут ытларах чирленӗ. Кӑшӑлвируса пула пуҫланнӑ пневмонипе чирлекенсем Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрнар, Комсомольски, Елчӗк, Вӑрмар, Канаш, Тӑвай районӗсенче уйрӑмах нумай шута илнӗ.
Кӑҫал вырӑс чӗлхипе 4981 ҫын Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ. Вӗсенчен 1593-шӗ 80 балран ытларах пухнӑ. Ултӑ ҫын чи пӗчӗк балл та илеймен.
Лайӑх кӑтарту: 30 ҫын вырӑс чӗлхи экзаменӗнче 100 балл пухнӑ. Вӗсем Шупашкартан, Вӑрнар, Комсомольски, Пӑрачкав, Тӑвай районӗсенчен, Улатӑртан, Ҫӗмӗрлерен, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен, Ҫӗнӗ Шупашкартан.
Сӑмах май, кӑҫал информатикӑпа 8 яш-хӗр 100 балл илнӗ. Географи предмечӗпе 100 балл пухна 1 ҫын пулнӑ.
Каҫал тӑрӑхӗнче палӑка япӑхтарса лартнӑ. Ахаль объекта та мар, культура эткерлӗхӗ шутланаканскере. Кӑлтӑка Комсомольски районӗнчи прокуратура асӑрханӑ.
Комсомольскисем 1921 ҫулти кулаксен пӑлхавӗ вӑхӑтӗнче вилнӗ коммунистсене тата совет хастарӗсене асӑнса лартнӑ палӑка пӑхса тӑман. Вӑл Комсомольски ял тӑрӑхӗн балансӗ ҫинче тӑнӑ. Регион пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ шутланаканскере «Об объектах культурного наследия (памятниках истории и культуры) народов Российской Федерации» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен культура эткерлӗхӗн объекчӗсем (истори тата культура палӑкӗсем) ҫинчен) федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн тытса тӑмалла. Каҫал тӑрӑхӗнчи палӑк вара япӑхнӑ, хӑйпӑнма пуҫланӑ, культура эткерлӗхӗ пирки вырӑсла тата чӑвашла ҫырса хуни те пулман.
Ял тӑрӑхне палӑка йӗркене кӗртме хушнӑ.
Чӑваш Енри тутарсен наци автономийӗн председателӗ Фарит Гибатдинов пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
«Татар-информ» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна Шупашкарти пульницӑна ӳпке шыҫҫипе илсе ҫитернӗ. Кун пирки Фарит Гибатдинов халӑх тетелӗнчи страницинче те пӗлтернӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче унӑн инфаркт пулни пирки хыпарланӑ.
Фарит Гибатдинов 1959 ҫулта Комсомольски районӗнчи Урмаелте ҫуралнӑ. Вӑл пуҫарнипе республикӑра тутар юррисен «Урмай моны» ҫамрӑксен фестивалӗ 25 ҫул иртнӗ. Вӑл Чӑваш Енӗн тата Тутарстанӑн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Комсомольски районӗнчи пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ подрядсене хӑйӗн ывӑлне панӑ. Ҫакна тӗрӗслев палӑртнӑ.
Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ 2018 ҫулта пилӗк килӗшӳ тунӑ: ҫӳп-ҫап пуҫтарса илсе тухма, юр хырма, вырӑнти ҫулсене пӑхса тӑма. Ку тӗллевпе хыснаран 30 пин тенкӗ ытла уйӑрнӑ.
Ку подряда тата укҫана пуслӑхӑн ывӑлӗ илнӗ. Ҫапла майпа ертӳҫӗ коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснӑ.
Прокуратура ял тӑрӑхӗн депутатсен пухӑвӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 5025 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине шута илнӗ. Кунта сӑмах пандеми пуҫланнӑ хыҫҫӑнхи тапхӑр пирки пырать. COVID-19 диагнозӗллӗ тата тепӗр 52 ҫынна шута илнӗ паян. Пандеми пуҫланнӑранпа 2882 ҫын сывалнӑ. Анчах вилекенсем те пур. Паянхи кун тӗлне хурлӑхлӑ ҫакӑн пек 31 тӗслӗхе шута илнӗ.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче районсемпе хуласенчи лару-тӑрӑва тишкерекен таблица та хатӗрленӗ. Анчах ӑна паян ҫӗнетсе ӗлкӗрейменччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнчине тишкерсен хӑш-пӗр цифрӑна илсе парар. Улатӑрта 139 ҫын чирлине шута илнӗ, Патӑрьел районӗнче – 131 ҫын, Комсомольски районӗнче – 153, Хӗрлӗ Чутай районӗнче – 149, Шупашкар районӗнче – 225.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |